Юпа уйĕхĕн
24 мĕшĕнче Савкач шкулĕнче Чăваш
пики-2012 конкурс пулса иртрĕ. Ăна хатĕрлесе ирттерекенĕ - Егорова Нина Ивановна, 11 А класс руководителĕ.
Конкурс питĕ тирпейлĕ, интереслĕ иртрĕ. Кунта 11 классра вĕренекен хĕр ачасем:
Егорова Лена, Ермолаева Катя, Ипеева Ирина, Кондратьева Настя, Шакмакова Оля хутшăнчĕҫ.
Вĕсене хавхалантараканĕсем вара пĕрле вĕренекенсем
пулчĕҫ. Кунта хутшăннă хĕрсем жюрире ларакансене хăйсене тĕрлĕ енчен кăтартса
пачĕҫ. Визитка, таврапĕлӳ, юрă-ташă, чăваш апат-ҫимĕҫĕ тата ытти конкурсенче
хутшăнса ҫак маттур хĕрсем куракансене савăнтарчĕҫ, тăвăллăн алă ҫупма хистерĕҫ.
Пур номерсене пăхса тухса, жюри ҫакăн пек пĕтĕмлетӳ турĕ: Чăваш пики-2012
конкурсра Кондратьева Анастасия ҫĕнтерчĕ. Егорова Елена – ҫепĕҫ хĕр, Ермолаева
Катя – йăрăс пӳллĕ хĕр, Ипеева Ирина – куракансем кăмăлланă хĕр, Шакмакова Оля –
ăслă хĕр ята тивĕҫрĕҫ.
Малалла ҫак конкурс ҫинчен
пĕчĕк кăна фоторепортаж сĕнесшĕн.
![](http://savgachevo.ucoz.ru/_nw/1/s23300699.jpg) Егорова Елена ![](http://savgachevo.ucoz.ru/_nw/1/s93465330.jpg) Ипеева Ирина ![](http://savgachevo.ucoz.ru/_nw/1/s92371257.jpg) Ермолаева Катя ![](http://savgachevo.ucoz.ru/_nw/1/s49761332.jpg) Шакмакова Оля ![](http://savgachevo.ucoz.ru/_nw/1/s68360690.jpg) Егорова Нина Ивановна ҫĕнтерӳҫĕпе.
![](http://savgachevo.ucoz.ru/_nw/1/s70538309.jpg) Жюри пĕтĕмлетӳ тăвать.
![](http://savgachevo.ucoz.ru/_nw/1/s72391639.jpg) Болельщиксен команди
![](http://savgachevo.ucoz.ru/_nw/1/21058184.jpg) Кондратьева Настя ҫĕнтерӳҫĕ. |